8 мӗш-11 мӗш класра вӗренекенсемпе чӑваш чӗлхипе литература вӗрентӳҫисем, Виктор Александрович Чугаров ӳкернӗ «Чӑваш чӗлхи» фильма куртӑмӑр.

8 мӗш-11 мӗш класра вӗренекенсемпе чӑваш чӗлхипе литература вӗрентӳҫисем, Виктор Александрович Чугаров ӳкернӗ «Чӑваш чӗлхи» фильма куртӑмӑр.

Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 2022- мӗш  ҫулта, 8 мӗш-11 мӗш класра вӗренекенсемпе чӑваш чӗлхипе литература вӗрентӳҫисем, Виктор Александрович Чугаров ӳкернӗ «Чӑваш чӗлхи» фильма куртӑмӑр. Хӑнапа питӗ тӗплӗн паллашрӑмӑр,  нумай ҫӗннине пӗлтӗмӗр. Чӑваш чӗлхи илемлӗ мӑнаҫлӑ чӗлхе пулнине,  ӑна Франципе Германи таранах  тӗпченине, юратнине пӗлтӗмӗр. Шкулта чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенсене  пӗр ӑнтӑлу, пӗр пысӑк тӗллев пӗрлештерет. Ку вӑл пирӗн юратнӑ республикӑмӑрти паллӑ ҫынсен пурнӑҫӗпе  тата лайӑхрах паллашасси, вӗсем ҫинчен тӗплӗн  пӗлесси,  вӗсенчен вӗренсе пырасси, ырӑ ӗҫсем тӑвасси. Вӗрентуҫӗсем  тухӑҫлӑ ӗҫленинчен чӑннипех те питӗ нумай килет. Шкул ачисем Чугаров В. А. ӳкернӗ  «Чӑваш чӗлхи» документалла фильма питӗ кӑмӑлласа пӑхрӗҫ. Уйрӑмах   11 -мӗш класра вӗренекен Сергеев Леонидпа Ильина Кристина  тата 10-мӗш класра вӗренекен Гурьева Анастасия чӑвашла илемлӗ те тӗрӗс калаҫса пурне те тӗлӗнтерчӗҫ. Хёнасем пултаруллӑ ачасене хисеплесе кӗнекесем парнелесе чысларӗҫ.