Ака уйăхĕн 19 мĕшĕнче,43 –мĕш шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем ,Чăваш чĕлхи эрнине вулавăшра уçрĕç. Пирĕн çырулăх хăйĕн çулĕсемпе çамрăках мар: чăваш сăмахĕсене хут çине çырса пичетленнĕренпе 240 çул ытла иртрĕ ĕнтĕ. Чăваш çырулăхĕн çĕнĕ тапхăрне И. Я. Яковлев пек хастар чун-хаваллă, халăхăмăрăн малаш ĕмĕтне, шухăш-кăмăлне, хуйхи-суйхине чĕрере тытса тăракан пысăк чĕреллĕ çын çеç пуçарса яма пултарнă. Унăн чăваш çырулăхĕпе культурине аталантарас тĕлĕшпе 50 çул хушши (1868 - 1918) тунă пархатарлă ĕçĕ - чăн-чăн паттăрлăх,тесе вĕрентеççĕ 43-мĕш шкулти вĕрентекенсем.